Ҫапла ӗнентерет Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пресс-служби. Шкул ҫулне ҫитменнисем валли асӑннӑ ялта ҫӗнӗ учреждени уҫӑлмалла. Хыпарта ӑна хӑҫан тума пуҫласа хӑҫан пӗтерессине каламан та, анчах подряд организацийӗ килӗшӳре пӑхнӑ вӑхӑтра мӗнпур ӗҫе пурнӑҫлама шантарнине ӗнетереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ учреждении 160 ачалӑх пулӗ. Ӑна икӗ хутлӑ хӑпартма палӑртнӑ. Ача пахчине Хӗрлӗ Чутайӗнчи Ленин урамӗнче туса лартӗҫ.
Подряд организацине электрон аукцион ирттерсе палӑртнӑ. Район влаҫӗсем халӗ унпа килӗшӗве алӑ пуснӑ ӗнтӗ. Никама систермесӗр-тумасӑр мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах.
Кун пирки Чӑваш наци конгресӗн официаллӑ страницинче ҫырнӑ. «Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш наци конгресӗн уйрӑмӗ ӗҫлеме пуҫӑннӑранпа нумаях та вӑхӑт иртмен-ха. Анчах чӑн-чӑн чӑвашлӑха упрас тесе тӑрӑшни куҫ умӗнчех», — тесе ҫырать Юлия Задонская ятлӑ автор. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧНКн вырӑнти хастарӗсем «авалхи йӑла-йӗркене упрассипе те курӑмлӑ ӗҫлемелли ҫул-йӗре палӑртаҫҫӗ».
Ҫак пуҫарура, автор шучӗпе, тин ҫеҫ йӗркеленнӗ Ваттисен Канашӗн витӗмӗ пысӑк пуласса шанаҫҫӗ. Ун йышӗнче педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, влаҫ тытӑмӗнче тимлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнисем, культурӑра тӑрӑшнӑ ветерансем, район пурнӑҫне хастар хутшӑнакансем пур иккен. Наци конгресӗн районти уйрӑмӗн председателӗ Юлия Мареева Ваттисен Канашӗ умӗнче тӑракан тӗллевсемпе, ку таранччен районти наци конгресӗн хастарӗсем туса ирттернӗ ӗҫ-пуҫпа паллаштарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Башкиров хисеплӗ аслӑ ӑру ҫыннисене ҫак Канаш йышне кӗнӗ ятпа саламланӑ май Геннадий Волков академик Чутайсем ҫинчен каланине аса илнӗ. Пухӑннисем академикӑн статйине шӗкӗлченӗ. «Вӗрентекенӗмӗр каланине тӗпе хурса тӑван чӗлхене упрассипе, авалхи несӗлӗмӗрсен йӑли-йӗркине ҫӗнӗрен чӗртсе халӑх хушшинче сарассипе хастартарах ӗҫлеме йышӑнчӗҫ», — тесе пӗлтерет информаци авторӗ.
Чӑваш Енре виҫӗ сунарҫӑ вӑрманта хир сыснипе унӑн ҫурисене пенӗ. Вӗсем куншӑн йӗплӗ пралук леш енче 2 ҫул таран ларма пултарӗҫ.
ЧР ШӖМӗн официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, раштавӑн 5-мӗшӗнче полицирен Муркаш районӗн ҫыннисем пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсем палламан сунарҫӑсене курнине пӗлтернӗ. Вӗсемех хир сыснипе ҫурисене пенӗ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, полицейскисем айӑплӑ тесе шухӑшлакан пӗр ҫынна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шатракасси ялӗ ҫывӑхӗнче тытса чарнӑ. 21 ҫулти арҫын ҫумӗнче хир сыснин тушкине тупнӑ.
Тепӗртакран унпа пӗр шухӑшлисене тупса палӑртнӑ. Вӗсем — Шупашкар тата Вӑрнар районӗсенчен. Халӗ вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗнер ӗҫченӗ» тата «РСФСР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ, республика пӗлтерӗшлӗ персональнӑй пенсионер Николай Алексеевич Элле (12.12.1909 — 14.01.1982) ҫуралнӑранпа 105 ҫул тултарчӗ. Вӑл Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашра ҫуралса Ӳснӗ. Унӑн ашшӗ вырӑнти чиркӳре псаломщик ӗҫӗпе тимленӗ, амӑшӗ — Штанашри вырӑс хӗрарӑмӗ — кил таврашӗнче тӑрмашнӑ. Иккӗшне те Штанаш ҫӑви ҫине пытарнӑ. Ҫак кунсенче Николай Эллен тӑван ялӗнче шкул ачисемпе ятарлӑ урок ирттерчӗҫ, паллӑ ентешӗ пирки каласа пачӗҫ.
Николай 8 ҫул тултарсан Штанашри удельный училищӗре вӗренме пуҫлать, ун хыҫҫӑн Чӗмпӗрпе Шупашкар педтехникумсенчен (1928) вӗренсе тухать. Ҫулталӑк хушши Штанашри шкулта ӗҫлет (1928-1929).
1929 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче Штанашри 22 хуҫалӑхран «Капкӑн» колхоз йӗркеленӗ, ку ӗҫре Эллен тӳпи те пур. Унтан ӑна Хӗрлӗ Чутайри профсоюз райкомӗн председателӗ пулма шаннӑ (1929-1930). Вӑл пуҫарнипе районта 1930 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче «Коллективист» ятлӑ хаҫат тухма тытӑнать. Часах Элле «Красная Чувашия» хаҫат редакцин ял хуҫалӑх пайне вырнаҫать.
Украинӑран тарса килнӗ Зарайскисен Чӑваш Енре тӑван та, тус-юлташ та ҫук-мӗн. Апла пулин те вӗсене Хӗрлӗ Чутай районӗнче лайӑх йышӑннӑ иккен.
Валентинӑпа Владимир Зарайскисем Донбасри Лисичанск ятлӑ промышленность хулинче пурӑннӑ. Владимир Иванович хӑй вӑхӑтӗнче шахтӑра, Валентина Васильевна хулари резинӑпа техника заводӗнче ӗҫленӗ, унтанах тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Асар-писер самана пуҫлансан вӗсем пурӑннӑ вырӑна малтан пӗр снаряд, унтан тепри килсе ҫуртсене аркатма пуҫласан ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫлесе тунӑ пурлӑх пирки мар, ҫемьене, ачисене ҫӑлмалли пирки хыпӑнса ỹкнӗ.
Зарайскисен хӗрӗ хӑйсен хуйхине Мускавра пурӑнакан палланӑ чӑваш хӗрарӑмне каласа панӑ. Уҫӑ та ырӑ чӗреллӗ хӗрарӑм пулӑшма хатӗррине, чӑваш ялӗнче тӑватӑ ҫул каялла вилнӗ ашшӗн ҫурчӗ пушӑ ларнине пӗлтерсе унта кайма сӗннӗ.
Мӗнпе пулнӑ — ҫавӑнпах тухнӑ иккен ҫемье. Украинӑра вӗсен виҫӗ пỹлӗмлӗ икӗ хваттер, машина, гараж юлнӑ. Халӗ вӗсем Чӑвашри ҫӗнӗ кӳршисене тав тӑваҫҫӗ икен. Пускил лайӑх пулсан ҫук пурнӑҫ та сисӗнмест тесе каланӑ-ҫке ваттисем.
Украинӑра лару-тӑру лӑплансан ҫемье тӑван килне таврӑнма ӗмӗтленет-мӗн.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш Республикин археологин картти» кӗнекен иккӗмӗш томне пичетлесе кӑларнӑ. Пӗрремӗш томӗ пӗлтӗр кун ҫути курнӑ. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хатӗрленӗ, пичете асӑннӑ издательство хатӗрленӗ.
«Чӑваш Республикин археологи картти» ӑслӑлӑхпа справка энциклопедийӗ шутланать. Унта историпе культура эткерлӗхӗн куҫман пурлӑхӗ, археологи палӑкӗсем, ҫинчен сведени кӗнӗ. Пӗрремӗш томра тӑхӑр районтипе: Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски – паллаштарнӑ. Иккӗмӗшне Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Ҫӗрпӳ районӗсенчисем кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш том валли те юлнӑ. Унта Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Тӑвай районӗсенчисем тата Шупашкар хулинчисем лекмелле.
Кӗнекене 19 ӗмӗрӗн ҫурринчен тытӑнса 21 ӗмӗр пуҫламӑшӗнче археологсем тупса палӑртнисем кӗнӗ.
Тупӑш илекене кирек епле ҫыннӑн та патшалӑха налук тӳлемелли паллӑ-ха. Ҫакӑ хваттер тара парса пурӑнакансене те, тӳррипе, пырса тивмелле.
Тара паракансене налук тӳлеттересси пирки нумаях пулматсь республика шайӗнчех хускатнӑччӗ. Шупашкарта ун чухне тӳрӗ лини те уҫни пирки пӗлтерчӗҫ. Халӗ ку юхӑм районсене те ҫитет курӑнать. Хӗрлӗ Чутайӗнче те, ав, тупӑша декларацилемесӗр тара пани район хыснине самай сиен кӳрет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсене пула хваттере тара парса пурӑнакансен кӳршисем те асапланаҫҫӗ тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ. Ара, хваттерсенче е пӳлӗмсенче счетчик лартман тӑк ҫын шучӗпе шутласа парса шывшӑн, ҫутӑшӑн тӳлеттереҫҫӗ те, шар курниех пулать ҫав ӗнтӗ.
Куҫман пурлӑха тара паракансем пирки Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗ пӗлтерме ыйтать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш ялӗ район центрӗнчен 25 ҫухрӑмра, Шупашкартан — 117-ре вырнаҫнӑ. Аякри ҫула пӑхмасӑр паян Штанаш шкулне шкулти уроксем вӗҫленнӗ ҫӗре Шупашкарти артистсен пӗр ушкӑнӗ концертпа килсе ҫитрӗ.
Математика учителӗ Нина Гордеевна Ухлинова Штанашри вӑтам (2007 ҫултанпа 9 ҫул вӗренмелли) шкулта 41-мӗш ҫул ачасене вӗрентет, нумаях пулмасть ветеран ятне тивӗҫрӗ, ӗнер черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, ҫак ятпа ӑна ывӑлӗ Валерий Геннадьевич Ухлинов, амӑшне пӗлтермесӗр, юрӑҫсен ушкӑнне хӑнана чӗнсе саламлама шутланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Сергей Павлова, вӑл шӑрантаракан юрӑсене, республикӑри халӑх итлеме юратать. Сергей Павлов чылай ҫул хушши Ҫамрӑксен театрӗнче куракансен чунне тӗрлӗ сӑнарсемпе пӑлхантарнӑ. Вӑл пухӑннисем умӗнче халӑхра анлӑ сарӑлнӑ юрӑсене шӑрантарчӗ: «Шырамастӑп ҫӑлтӑр тӳпере», «Пур юрату», «Манас ҫук» тата ытти чылай юрӑна халӑх тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗ: ытла та хитре, чӗрене тивмелле юрлать артист.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Татьяна Зайцева-Ильина 1995 ҫултанпа Ҫамрӑксен театрӗнче вӑй хурать, халӑх умне тӗрлӗ сӑнарсемпе тухать, ҫав хушӑрах мӑшӑрӗ Вячеслав Ильин ертсе пыракан ушкӑнра республикӑри халӑха хӑйӗн илемлӗ сассипе савӑнтарать.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассишӗн вырӑнти ЗАГСра ӗҫлекенсем хӑйсем ача ҫуратаҫҫӗ. Акӑ еплерех ҫырса пӗлтернӗ асӑннӑ район сайтӗнче, «Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ЗАГС пайӗн йышӗ пысӑк мар. Унти штатра икӗ ҫын кӑна, пуҫлӑх тата специалист. Анчах ҫакӑ вӗсене районти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине, ҫемье тата ҫемье пахалӑхӗн хисепне обществӑра ӳстерессине хӑйсен тӳпине хывма кансӗрлемест».
«Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, чӑн та, енчен ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем мар тӑк тата кам мӗнпур вӑя хутӑр?» — тесе шухӑшлать информаци авторӗ. Унтан хайхискер унтан асӑннӑ пай ӗҫченӗсем — Алина Мурайкинапа Алена Ильина — пирки сӑмах пынине уҫӑмлатать. «Хӑйсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне шута илсе нумай хӗрарӑма, районти амӑшӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ», — пӗтӗмлетет автор.
Сӑмаха ҫирӗплетме вӗсем иккӗшӗ те виҫҫӗмӗш ача ҫуратнине хыпарлать. Пӗрин пепкин виҫине те асӑнса хӑварнӑ.
Сӑнсем (4)
Пирус сиенӗ пирки ҫынсене асӑрхаттарас, унран пистерес тесе республикӑра тӗрле акци иртет. Ахӑртнех, кун пек мероприятисен усси пурах.
Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче вара пируспа кӗрешмелли хӑйне евӗр мел шухӑшласа кӑларнӑ. Администрацире ӗҫлекен арҫын ҫулталӑкӗпех пирус туртмасть-тӗк ӑна отпуск ҫумне тепӗр пӗр кун хушса параҫҫӗ.
Администрацире пӗлтернӗ тӑрӑх, ку мел тухӑҫ парать. Кӑтартӑвӗ куҫкӗрет. Кунта вӑй хуракансенчен чылайӑшӗ сиенлӗ йӑлана пӑрахнӑ. Ҫапла майпа вӗсем канмалли хушма кунпа киленеҫҫӗ.
Ку шухӑша Анат Ҫӗрпӳкасси ялӗнче, «Свобода» колхозра, ырланӑ. Вӗсем те ӑна пӑхӑнма тытӑннӑ. Колхозра ӗҫлекен виҫӗ ҫын ав пирус туртма пӑрахнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |